Чӑваш кӗнеке издательствинче М.И.Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарь. Чувашско-русский словарь» икӗ томлӑ словарӗн 1-мӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Унта каланӑ тӑрӑх, «пӗрремӗш кӑларӑма чӑваш алфавитӗнчи А-Р сас паллисенчен пуҫланакан 30 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Унта информаципе коммуникаци технологийӗсенче, наука пӗлӗвӗн хальхи отраслӗсенче тата чиркӳпе тӗн лексикинче ҫеҫ тӗл пулакан сӑмахсене пуҫласа кӗртнӗ».
Словарӗн хӑйне евӗрлӗхӗ шутӗнче — сӑмахсене анлӑн ӑнлантарни, вӗсен пулӑвне ӑнлантарни тесе палӑртса хӑварнӑ. Кӑларӑма хӑш-пӗр ҫӗршыв, Раҫҫейри регион, географи объекчӗ, тӗнпе тата халаппа ҫыхӑннӑ ятсене те кӗртнӗ иккен.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш литературине вӗрентме ҫӗнӗ вӗренӳ пособийӗсем пичетленсе тухнӑ.
«Литература вулавӗ» кӗнекене 1-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗсем — В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева.
«Чӑваш литератури» кӑларӑма 5-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Вӑл 7 темӑран тӑрать. Кӗнеке авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова, редакторӗ – Н.В. Вечеркина.
6-мӗш классем валли пичетлесе кӑларнӑ «Чӑваш литератури» вӗренӳ пособийӗн авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова.
7-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Чӑваш литератури» кӗнекене «Тӗрлӗ халӑх литератури чӑвашла янӑрать» пай та кӗнӗ.
10-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» кӑларӑма А.Ф. Мышкина пухса хатӗрленӗ, редакторӗсем – В.Н. Алексеев, А.Г. Майорова.
Тӑвай хӗрне Мария Никитинӑна Тик-Токра «Мультфильмри Маша», «Просто Мария», «Тӑвай хӗрачи» евӗр пӗлеҫҫӗ иккен. Кун пирки «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» кӑларӑм хӑйӗн «Контактра» страницинче хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Мария Никитина арҫын тумне тӑхӑнса «Сельсовет» юрра янраттарса, видео ӳкерсе палӑрнӑ».
«Интернетра чӑвашла калаҫнӑран подписчиксем хушӑнсах пычӗҫ. Ӗҫтешӗм Антонина та манпа пӗр хум ҫинче пулчӗ. Унпа чӑвашла юрласа чылай видео ҫыртартӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ хаҫатҫӑсене Мария.
85 ҫулти ашшӗ те хӗрӗн шӳчӗсене ырласа йышӑнать-мӗн.
Мария телефон сутакан лавккара ӗҫлет.
Ҫитес вӑхӑтра «Говорят Чебоксары» (чӑв. Шупашкар калаҫать) ятлӑ кӗнеке кун ҫути курӗ. Тӗпчев авторӗсем — Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистикин факультечӗн доценчӗ Тамара Ерина тата социаллӑ экономикӑпа гуманитари дисциплинисен кафедрин заведующийӗ Эдуард Фомин.
«Московский комсомолец» хаҫат словарьсен, кӗнекесен, историпе тата чӑваш чӗлхин стилистикипе монографисен авторӗпе Эдуард Фоминпа интервью пичетленӗ. Эдуард Валентиновичран чӑваш чӗлхи хӑйне епле туйни пирки те ыйтнӑ. «Питех мар. Шкул вӗрентӗвне патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне кӗртнӗ хыҫҫӑн пушшех те», — хуравланӑ вӑл. Ҫавна май ачасене вырӑс чӗлхипе экзамен тытма ҫуралсан тӳрех тенӗ пек вӗрентме тытӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. «Чӗлхе пӗлни ытлашши мар. Пӗтӗм тӗнчипех ҫынсенчен чылайӑшӗ икӗ е тата ытларах чӗлхе пӗлеҫҫӗ. Чӗлхе вӗренни тата ӑс-тӑна аталантарать», — тенӗ ӑсчах.
Кӗнекепе пирки каласан, унта Шупашкар тӑрӑхӗнчи калаҫӑвӑн хӑйне евӗрлӗхне тишкерӗҫ
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫак эрнере ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки аслӑ шкулӑн преподавателӗ Елен Нарпи Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проект Раҫҫей Федерацийӗн халӑхсен тӑван чӗлхисене упрас тата вӗрентес енӗпе ӗҫлекен фондӑн грантне тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплисем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри чӑваш филологи уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе преподавательсем. Проект ертӳҫи — А.М. Иванова.
Халӗ преподавательсемпе студентсем интерактивлӑ уроксемпе шкулсене тата ытти вырӑна тухса ҫӳреҫҫӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧПУн медицина факультетӗнче педиатри уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе урок ирттернӗ.
Удмурт Республикинчи Грахово районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫав тӑрӑхри Пархатар (вырӑсла — Благодатное) ялӗнче тӗпленнӗ Вера Григорьева пирки: «Великая чувашка» (чӑв. Аслӑ чӑваш), — тесе калаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки вӑл «Хыпар» хаҫат журналистне Алина Ильинана пӗлтернӗ.
Алина Ильина хыпарланӑ тӑрӑх, чӑвашсем пурӑнакан ҫав ял Столыпин реформи хыҫҫӑн, Хусан кӗпӗрнийӗ вырӑнти ҫӗрсене сутнӑ чухне 11 чӑваш ҫемйи лаптӑк туянса унта тӗпленнӗ май пуҫланса кайнӑ.
«Вера ҫак ял яшӗпе Олег Григорьевпа ҫемье ҫавӑрнӑ, хӑйсем пӳрт лартнӑ. Мӑшӑрӗ чӑваш пулни те ӑна тӑван чӗлхерен пистермен. Ҫавӑнпа вӗсен виҫӗ хӗрӗ те чӑвашла пӗлет. Аслисем иккӗшӗ чӑвашла калаҫаҫҫӗ, кӗҫӗнни ӑнланать, анчах пуплемест. Аслӑ хӗрӗ ҫак ялтах пурӑнать, почта уйрӑмне ертсе пырать. Вӑталӑххи район больницинче — завхоз, кӗҫӗнни — районти шкулта математика учителӗ. Вӗсем пурте кӑҫалхи ҫыравра хӑйсене «чӑваш» тесех ҫыртарнӑ», — тесе пӗлтернӗ Алина Ильина журналист.
Хӗрарӑмӑн ашшӗ енчи тӑванӗсем Ҫӗрпӳ районӗнчен иккен, анчах Вера Шупашкара килсе курман.
Чӑваш халӑх сайчӗн редакторне Аҫтахар (Николай) Плотникова Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав хучӗпе чысланӑ.
Аҫтахар Плотниковӑн чӑваш халӑхӗшӗн туса ирттерекен капашсӑр пӗлтерӗшлӗ те ырми-канми ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пурте пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Пӗр пуслӑх ӗҫе хӑшӗсем пек ҫӗр тенкӗлле сутакан ҫын мар вӑл. Апла пулин те унӑн кулленхи тӑрӑшулӑхне асӑрхакансем те пур. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш чӗлхине цифровизацилессинче «Яндекс.Куҫаруҫӑна» 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхи лекни пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ. Чӑн та, Николай Плотников ертсе пыракан ушкӑн малтанласа 250 пин ытларах мӑшӑр пухма пултарнӑ пулсан, паян ҫав цифра 1 миллионран иртнӗ.
Сӑмах май каласан, хастар чӑваш арӗ Тимӗр Тяпкин Аҫтахара «чӑвашсен Билл Гейтсӗ вӑл» тесе хаклать.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Николай Плотниковӑн тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе палӑртмалла тесе ҫӳллӗ шайра сӑмах хускатакансем те пулнӑ.
Статья ятӗнчи ыйтӑвӑн хуравне пӗрре ларса шухӑшланипе шыраса тупма май ҫук пулӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн шӑпи пирки шухӑшлакан ҫынсем чӑвашсен урӑх халӑх хушшинче ирӗлсе каяс хӑрушлӑх пуррине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех асӑрханӑ, ӑна еплерех майсемпе упраса хӑварасси пирки пуҫӗсене чылай ватнӑ. Тутарсен ҫыравҫи Гаяз Исхаки, пирӗн Гурий Вантер (Комиссаров) ку ыйтусемпе тӗрлӗ ӗҫсем хайланӑ, ҫухалуран хӑтӑлмалли ҫулсем шыранӑ. 1917 ҫулта Гурий Вантер «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» ятлӑ тишкерӳллӗ тӗпчев ӗҫӗ ҫырать, ӑна 1918 ҫулта уйрӑм кӗнекен кӑларать. Ахальтен мар ӗнтӗ 1980-мӗш ҫулсенче ҫав манӑҫа тухнӑ хайлав чӑваш ҫынни патне тепӗр хут ҫитрӗ, чӑваш интеллигенцине наци идеи шырама хистерӗ.
Чӗрӗлӳн икӗ тапхӑрӗнче те халӑхӑмӑрӑн наци идейи виҫӗ тӗп ыйту тавра пуҫтарӑннӑ: тӑван чӗлхе, тӑван культура тата наци вӗрентӗвӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш чӗлхи ячӗпе пурте пӗр пулар» чӗнӗвӗ шӑпах та пӗрремӗш тӗп ыйтӑвӑн тӗшшине кӗскен палӑртни темелле. Наци культурин символӗ икӗ тапхӑрӗнче те театрпа кино тата чӑваш юррипе тӗрри-эрешӗ пулса тӑнӑ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
«Сарӑ кун ҫӗршывӗнче» юмаха пӗлмен чӑваш ҫынни ҫук ӗнтӗ паллах. Мӗнле ҫӗршыв-ха вӑл? Унта вӗҫӗ-хӗррисӗр уй-хир, ҫеҫенхир е пушхир, ут кӗтӗвӗсем тем чухлӗ, ҫынсем пуян та телейлӗ пурӑнаҫҫӗ, ытти ҫӗрте тертленсе ҫӳрекен паттӑрсем те унта ҫитсен телей тупаҫҫӗ. Ку вӑл пирӗн асаттесем хӑйсен ӗлӗк-авал пурӑннӑ аслӑ ҫеҫенхирлӗ ҫӗрӗсене сӑнласа хӑварни е тата ӗмӗт ҫӗршывӗ пулма пултарать, ӗмӗтре ҫуратнӑ кӗтесе Телей тӗнчи, Телей ҫӗршывӗ тени те пур. Кун пек шутласа е ӗмӗтленсе каланӑ ҫӗршывсем ытти халӑхсен те пур. Калмӑксем ӑна Бумба, вырӑссем — Беловодье, тенӗ. Иртнӗ ӗмӗрте Урал казакӗсем ҫав Беловодьене шыраса Хура тинӗс урлӑ кайса пӗтӗм тӗнчене ҫаврӑннӑ та тупаймасӑрах Владивосток урлӑ каялла таврӑннӑ, ун ҫинчен В.Г. Короленко писатель хай вӑхӑтӗнче питӗ тӗплӗ очерк ҫырса кӑларнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫи ЧНКн Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗпе, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен профильлӗ органӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессине вӑйлатмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫак ӗҫе чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас тӗллевпе пурнӑҫламалла.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрлехи ӗҫ ЧНКн ӗҫне ҫӗнӗ шайра йӗркелеме, ирттерекен мероприятисемпе проектсен шайне тата калӑпӑшне ӳстерме май парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.